Хастар та тăрăшуллă пулчĕç.

Хастар та тăрăшуллă пулчĕç.

Сěнтěрвăрри хулинчи пěрремěш номерлě гимназире «Шкул пики — 2023» конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса шкулти 5-мěш класра вěренекен хěрачасем хутшăнчěç, вěсене хавхалантараканěсем пěр класра вěренекенсем пулчěç. Уява йĕркелесĕ ертсе пыраканě -чăваш чěлхипе литературине вěрентекенě Мордвинова Лидия Виссарионовна.

Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.

Пěчěк пикесене класс руководителěсем тата библиотеке ěçченě тивĕçлĕн хакларěç.

Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, чăваш ташшине ташласа, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравласа, алĕçĕ пурнăçласа та тупăшрĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.

Уяв питě хăвăрт тата сисěнмесěрех иртсе кайрě.

Фотогалерея